Врио Главы Чувашии Олег Николаев поздравляет с Днём социального работника

09.06.2020

  Социаллӑ сферӑн хисеплӗ ӗҫченӗсем тата ветеранӗсем!

Сире Социаллӑ ӗҫчен кунӗ ячӗпе саламлатӑп!

Сирӗн пархатарлӑ тивӗҫӗр – пулӑшупа тимлӗх кирлӗ ҫынсене вӑхӑтра тата чӑнласах пулӑшасси. Шӑпах сирӗн ӑшӑ чунлӑхӑрпа чӑтӑмлӑхӑра пула ҫынсем социаллӑ тӗрӗслӗх вӑйне ӗненме тата малашлӑха шанчӑклӑн пӑхма пӑрахмаҫҫӗ.

Паян, коронавирус инфекцийӗ сарӑлассипе пӗтӗм тӗнчипех ҫи­вӗч кӗрешӳ пынӑ тапхӑрта, сирӗн тимлӗхӗрпе ырӑ кӑмӑлӑр, йывӑр вӑхӑтра алӑ тӑсса пама пӗлни Чӑваш Енри асӑрхасах тӑмалли уш­кӑнри ҫынсене: ватӑсене, вăраха кайнă чирпе чирлекенсене, нумай ачаллӑ ҫемьесене витӗмлӗ пулӑшу кӳрет.

Сире социаллӑ сфера аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, тӳрӗ кӑмӑлпа пурнӑҫлакан кулленхи ырми-канми ӗҫӗршӗн чун-чӗререн тав тӑватӑп.

Пурсӑра та телейпе ҫирӗп сывлӑх тата мӗнпур лайӑххине сунатӑп!

 

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн

тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлакан                  Олег Николаев

Уважаемые работники и ветераны социальной сферы!

Поздравляю вас с Днём социального работника!

 Ваша благородная миссия – в нужное время оказать реальную поддержку и помощь конкретному человеку, тому, кто нуждается в этом. Благодаря вашему неравнодушию, терпению люди сохраняют веру в социальную справедливость, обретают способность надеяться и верить в будущее.

Сегодня, в дни всеобщей борьбы с распространением коронавирусной инфекции, ваша отзывчивость, чуткость, умение поддержать в трудную минуту помогают жителям Чувашии из групп риска: пожилым, людям, имеющим хронические заболевания, многодетным семьям.

Выражаю вам искреннюю признательность за вклад в развитие социальной сферы, ежедневную добросовестную работу и самоотдачу.

Желаю счастья, здоровья и всего самого доброго!

Врио Главы

Чувашской Республики                                            Олег Николаев

 



09 июня 2020
11:24
Поделиться